6476 | Алӑсӑр ал туйи ҫӗкленӗ тет. | Май килни — Чӑн пурри |
6477 | Аллине кура алтӑрӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6478 | Аш пулсан пельмень тӑвӑттӑм, ҫӑнӑх ҫук, тӑварне хӑйматлӑх анне те парса тӑрӗччӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6479 | Аш пулсан хуплу тӑвӑттӑм, ҫӑнӑх ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6480 | Ашӗ пулсан хуплу тума пулнӑ. | Май килни — Чӑн пурри |
6481 | Ашпа кӗрпе пулсан кукӑль пӗҫерӗттӗм, ҫӑнӑх ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6482 | Ӑсан хыҫҫӑн чӑхӑ вӗҫсе ҫитеймӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6483 | Ӑҫта ӳкесне пӗлнӗ пулсан улӑм сарса хурӑттӑм. | Май килни — Чӑн пурри |
6484 | Икӗ кун утнине пӗр кунта утас ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6485 | Ирӗксӗр кунтан кинемей. | Май килни — Чӑн пурри |
6486 | Кайӑк хыҫҫӑн вӗҫеймӗн. | Май килни — Чӑн пурри |
6488 | Кӗнеке те вулияс ҫук, тетрадь те хуратияс ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6489 | Киле манса юлнӑ тӑлӑп ҫул ҫинче ӑшӑтас ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6490 | Куҫ курать те, алӑ ҫитмест. | Май килни — Чӑн пурри |
6491 | Куҫ курать те, шӑл витмест. | Май килни — Чӑн пурри |
6492 | Кутне кура таман. | Май килни — Чӑн пурри |
6493 | Май килнӗ чух майлас пулать. | Май килни — Чӑн пурри |
6494 | Май килнӗ чух майлаштар, май килне чух шайлаштар. | Май килни — Чӑн пурри |
6495 | Май килсен майра ил, май килмесен чӑваш ил. | Май килни — Чӑн пурри |
6496 | Пуртти вичкӗн пулсан та хӑй аврине чутлаймасть. | Май килни — Чӑн пурри |
6497 | Пуҫҫапсан та пуҫ ҫитес ҫук теҫҫӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6503 | Ҫанӑх пулсан кукӑль тӑвасчӗ те, аш ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6498 | Ҫӑкӑр хырӑм хыҫҫӑн ҫӳремест, хырӑм ҫӑкӑр хыҫҫӑн ҫӳрет. | Май килни — Чӑн пурри |
6499 | Ҫӑкӑр хырӑма шырамасть. | Май килни — Чӑн пурри |
6500 | Ҫӑмарти чӑххине ан вӗрент. | Май килни — Чӑн пурри |
6501 | Ҫӑмарти чӑххине вӗрентнӗ теҫҫӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6502 | Ҫӑмарти чӑххине хӑҫан вӗрентнӗ? | Май килни — Чӑн пурри |
6504 | Ҫи те пулмасан, пыр та пулмасан ҫырлана анчах кайӑттӑм. | Май килни — Чӑн пурри |
6505 | Тем пек хӑпӗртесен те кайӑк пулса вӗҫеймӗн. | Май килни — Чӑн пурри |
6506 | Тӗк ҫӑмӑл та, пӳрт урлӑ утиман. | Май килни — Чӑн пурри |
6507 | Тӗпсӗр каткана шывпа тултарас ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6508 | Тинӗс те типме пултарать. | Май килни — Чӑн пурри |
6509 | Туман тиртен пулсан та кӗрӗк — кӗрӗкех. | Май килни — Чӑн пурри |
6510 | Туман тиха пилӗкне ан хуҫ. | Май килни — Чӑн пурри |
6511 | Тӳшекне кура урӑна тӑс. | Май килни — Чӑн пурри |
6512 | Улма тарӑхнипе ҫакӑнса вилнӗ тет. | Май килни — Чӑн пурри |
6513 | Урапи лашинчен иртеймест. | Май килни — Чӑн пурри |
6514 | Хӑваран пулӑшши пулмӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6515 | Хӑлха пуҫран ирттернӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6516 | Хӗнесе култараймӑн, хӗсӗрлесе савтараймӑн. | Май килни — Чӑн пурри |
6517 | Хот полсан тата ҫырмалла та, перо ҫок. | Май килни — Чӑн пурри |
6518 | Хот полсан чӗлӗм тортмалла та, табак ҫок. | Май килни — Чӑн пурри |
6519 | Хут ҫине ҫырсан пуртӑпа касса илейместӗн. | Май килни — Чӑн пурри |
6520 | Чавса инҫе те мар, ҫыртма ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6521 | Чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |
6522 | Чӑрӑшьелте чӑхӑ сӑваҫҫӗ. | Май килни — Чӑн пурри |
6523 | Чӑххине ҫӑмарти вӗрентеймест. | Май килни — Чӑн пурри |
6524 | Чӑххине ҫӑмарти вӗрентет. | Май килни — Чӑн пурри |
6525 | Чӑххинчен ҫӑмарти ирттерет. | Май килни — Чӑн пурри |
6526 | Чӗвен тӑрса ҫухӑрсан та чӗпрен ҫуйӑн пулас ҫук. | Май килни — Чӑн пурри |